Вторник, 30.04.2024, 21:34
 
Начало Регистрация Вход
Приветствую Вас, Гость · RSS
Меню сайта
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 1503
 
Начало » 2016 » Март » 11 » ЧĂВАШ КУЛЬТУРИН УЯВĔ
ЧĂВАШ КУЛЬТУРИН УЯВĔ

 

Тольятти чăвашĕсемшĕн ĕмĕр асра юлмалликун пулчĕ тесен те йăнăшмар пулĕ. Çав кун пирĕнпатăмăрта паллă чăваш эстрада артисчĕ, ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев, унпа пĕрле юлашки çулсенче хăйĕн илемлĕ юррисемпе чăваш эстрадине вĕçсекĕнĕ Фарида тата çамрăк юрăç, ташăмаçтăрĕ Ирина Музыкантова чăн-чăн чăваш культурин уявне туса ирттерчĕç. Нумай Чăвашенри юрăçсем пулнă пирĕн патра, нумай илемлĕ юрăсем илсе çитернĕ, анчах уйрăмах çак артистсене Тольятти чăвашĕсем питĕ чăтăмлăн кĕтрĕç. Нумайăшĕ интернетра пĕлтерÿ çумне лартнă вĕсен юррисене ытарма сăритленĕ, юрламата вĕреннĕ.

Палăртнă вырсарникун концерт пуçланиччен икĕ сехет маларах чăвашсем (Фаридана курма тутарсем те) Офицерсен кану çуртне пухăнма пуçларĕç. Çывăхри Автозаводски районĕнчен кăнамар, Кивĕхуларан та, Комсомольски районĕнчен те, Поволжски поселокран та, Жигулевск хулинчен те ушкăн-ушкăнпа пухăнса килчĕç.  Йышлă халăх умĕнче артистсене те юрлама кăмăллă. Кашни юрăçа тольяттисем тăвăллăн алăçупса кĕтсе илчĕç. Маттур тутархĕрĕ Фарида чăвашла юрланине питĕх апăлтуса йышăнчĕç кунти чăвашсем. «Аван-и, манкилес», «Тĕрлĕ халăх тĕнчере», «Самана» тата ыттисене те итленĕ хыççăн нумайччен алă çупса чысларĕç юрăçа. Чăннипех те, хăйнеевĕрлĕ сасси Фаридан, итленĕçемĕн итлес килет вăл юрланине. Ăнакăнапÿрнĕ тембрлă сасă тыткăнлать куракана. Юррисен сăмахĕсем те, кĕвви те илемлĕ. Юрату, телей, пурнăç юррисем савăнтараççĕ, хурлăхли вара, еплепытарас тесен те, куççуль кăларттарать. «Чăвашлаюрлать, пĕртакăнми чăвашла калаçать, сăпайлăхĕ те чăвашăн–чăн чăваш хĕрĕ пекех Фарида», - тесе мухтарĕ çăна пĕрремĕш хут куракансем. Залра 30 ытла тутарçынни пурччĕ, вĕсене хисеп туса темиçе тăван чĕлхепе хайланă юрă шăрантарчĕ артистка.

Валерий Клементьев пирĕн хулара пĕрре те пулманччĕ-ха. Виçĕ çул каяллах «Пĕртăван Малинасем» ушкăн паэ пир питĕ кĕтнĕччĕ ăна, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула çула тухаймарĕ ун чухне. Хальхинче питĕ шантарчĕ, сăмахне тытрĕ. Тинех Тольятти чăвашĕсем хастар чăн чăваш çыннине, Чăваш наци конгресĕнче иксĕлми вăй хуракана, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, пултаруллă эстрада артистне Валерий Леонидович Клементьева курма тивĕçлĕ пулчĕç. Хальхинче юрăç сцена çине тухса, салам сăмахĕ каласанах тăвăллăн алă çупма пуçларĕç куракансем. Вăл юрлакан юрăсене кунти чăвашсем питĕ килĕштереççĕ .«Чăваш пикисем», кĕввине, сăмахĕсене кăштах урăхла илемлетнĕ чăваш халăх юрри «Çурхи вăрманта», пирĕн Самароблаçĕнче пурăнакан Николай Карлин кĕвĕленĕ «Пулăпăр-ха пĕрле» юрăсене тата ыттисене те ытарайми ырласа нумайччен кăмăлласа алă çупрĕç. Артист сцена çинче хăйне сăпайлăтытни, унăн илемлĕ баритон сасси, янравлă юррисем питĕ килĕшрĕç тольяттисене. Пĕр çывăх пĕлĕшĕм концерт хыççăн ман пата тав тума пычĕ те тĕлĕнмелле кăсăк танлаштару турĕ. «Валерий Клементьевăн сасси питĕ килĕшрĕ мана, темшĕн паллă Раççей артисĕн Ярослав Евдокимовăн сасси евĕрлех туйăнчĕ», - терĕ.

Ирина Музыкантована пирĕн чăвашсем питĕ лайăх пĕлеççĕ, темиçе хутчен те килнĕ ытти артистсемпе пĕрле. Яланах ăна хапăл туса кĕтеççĕ. Чăннипех пултаруллă чăваш хĕрĕ. Юрлать те, ташлать те питĕ илемлĕ! Пурнăçра калама çук сăпайлăскер, сцена çинче ăна паллаймастăн. Вăт камăн кашни хусканăвĕ питĕ ăнланмалла, нумай пĕлтерĕшлĕ! Ун пек хÿхĕм ташлакан хĕрçине сехечĕпе куç илмесĕр пăхса ларсан та пĕр пĕрчĕ ывăнмастăн. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл паллă ташăçă хĕрĕ – ашшĕ Юрий Музыкантов тĕнчипе палăрсатăракан «Сувар» ташă ушкăнĕн ертÿçи. Иринавара Шупашкарта «Суварята» ятлă ачасен ташă ушкăнне ертсе пырать.

Пирĕн хулари чăвашсене улталаймăн, пур юрăçа та пĕр пек хакпамаççĕ. «Плюс» фонограммăпа юрлакана самантрах туяççĕ, сцена çинче çĕрхут хуçăлса, авкаланса тăракансене те питех килĕштермеççĕ. Чăваш çынни хăйĕн сăпайлăхĕпе, ĕçре хастарлăхĕпе ĕлĕкренпе пăлăрса тăнă ытти халăхран. Çавăнпа та хальхинче пирĕн пата килнĕ сăпайлă та пултаруллă артистсене пурне те питĕ кăмалларĕç Тольятти чăвашĕсем.

 

Владимир Левуков,

Тольяттири ЧНКА правленийĕн

культура пайĕнертÿçи

Просмотров: 449 | Добавил: mosentesh2 | Рейтинг: 5.0 |
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Конструктор сайтов - uCoz
Календарь новостей
«  Март 2016  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Форма входа
Поиск по новостям
Друзья сайта
Статистика