Четверг, 09.12.2021, 10:00
 
Начало Регистрация Вход
Приветствую Вас, Гость · RSS
Меню сайта
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 1492
 
Начало » 2012 » Март » 16 » этническая кухня & компьютерный чувашский
этническая кухня & компьютерный чувашский


Тутла апат-симес

Елек авалах чавашсем пыла хаклана, унтан симпыл хатерлене, чир-чертен сывална, терле кураксемпе пылпа чей есне. 

Ку хайлавра, кил хуси херарамесене пулашас тесе, тута тытакан, сипле пылран «пыл яшки» песерме верентес теллевпе хатерлене.

Темисе пин сул хушши енте пыл сыншан пылак апат та, эмель те. Вал тутипе, усаллипе уйралса тарать. Пыл хайен минерал составепе сынан юнепе танлашать. Вал вай паракан сал кусе. Пер килограмм пылра 3150 килокалори. Апат пахалахе (питательная ценность) 200 г пылра 450 г пула савепе танлашать (равна 450 г рыбьего жира), 180 г сулла сырпа, 8 апельсинпа, 240 г майарпа тата 350 г какайпа.



Пылра белоксем те, ферментсем те, органикалла кислотасем те ...сынна мен кирили петемпех пур.

Уйрамах пыл ситенекен ача-пача сывлахешен пите кирле. Пыл сиекен ача лайах аталанать, час-час чирлемест, ачан органиамне хутелес вайе те пысакланать.

Пыла хай телен кана сини мар, ытти апат симес хатерлене чухне ярса уса курни те сывлахшен пите сипле, апат-симесен те хайне май тут пулать. Пылран купаста юсетме, яшкасем, аш-какай апаче, кукаль-симес, торт, квас, сипле чейсем хателеме те пулать.

Пылран терлерен апат-симес хатерлесе пахар-ха, хаварар курар вара.

Пылтан туна пылак шыв (сбитень)


Хама пите камала каякан пылак шыва песерме верентесшен. Пылтан хатерлене апат-симес сывлахшан сиплине пурте лайах пелессе. Сутсанталак пана эмел вал пыл - сиплет, тарантарать. Эпе пылак шыва «Пыл яшки» тесе ят патам. Хама пите килешнерен чылайччен мухтама пултаратап эпе пыл яшкине. Ханасене чылай чухне сак яшкапа ханалатап. Яшки пите тутла тессе сиессе, туррех рецептне ыйтассе. Яшки чанах та пите тутла, квас майла, кашт сарарах анчах. Ана хатерлеме пите ансат.



Ыра шаршалла тата лайах пахалахла пылак шевек пултар тесен, ана песермелли йеркесене паханас пулать.

Пыл яшкине песерес умен кастрюле вери шывпа чухемелле, шыв ямалла та сулам сине лартмалла. Шывне веретме кертмелле. Вереме керсен, сарарах пултар тесен, квас тумалли суслана ямалла (ямасан та нимен те мар), тепер 5 мин веретмелле.

Пылра витаминсем нумай. Шевеке хатерлене чух тимер сават-сапа тытма юрамасть – витамисем петме пултарассе. Пылан сиплехе ан петтер тесен, веретне шыва 60 градус таран сиветмелле. Сивенне шыв сине пыл ямалла, патратса ирелтермелле. Сивенсе ситсен шевек сине пер татак шура сакар ямалла (сепре выранне). Пер талаклаха аша вырана лартмалла. Суллахи аша кунра кантак уменчех, сакар татакесерех йуссе савранать.

Йуссе савранна шевеке ала е марле виттер сермелле, келенче е эмальпе витне сават-сапана ярса лартмалла. Серне хыссан малтанах суса тасатна, касса вакланна типетне шамасар абрикос (курага), исам сырли, хура слива ямалла. Чечек тусане (цветочная пыльца) ярсан сывлахшан пите усалла.

Пер-ике сехетрен тутанма та пулать яшкана.
Пулса ситне «яшка» сара, ыра шаршалла пулмалла.

Турилкесемсине яна «яшка» сине банан, терлерен сырла, пер чей кашак хайма ярсан та пасмасть.

Тата сакна асархатармалла, пылран туна шевеке тутанна хыссан туррех урама тухмалла мар, шанса пасалма пулать. Аллерги чирепе чирлекенсен те асарханулларах пулмалла.

Пылак шевеке хатерлеме 3 литр шыв, 200 грамм пыл, 50 грамм типетне шамасар абрикос, 50 грамм хура слива, 50 грамм исам сырли кирле.

Эпе пыл яшкине килте песерне квас икерчипе, хапартупа симе килештеретеп.

Пыл яшки час выстармасть, вай та хушать, сывлаха сиреплетет.


Апаче тутла пултар!

Надежда Гаврилова
Шупашкар


Просмотров: 1440 | Добавил: mosentesh2 | Рейтинг: 5.0 |
Всего комментариев: 1
0
1 Timer   [Материал]
Пите камалла пулче сак статьяна вулама. Шанчак сене рубрикана - Чаваш (палхар-савар) наци апат-симес - йеркелеме те ертсе пыма та пултарать. Укерчексем те хай те илемле. Маттур. Анасу сунатпар.

Имя *:
Email *:
Код *:
Конструктор сайтов - uCoz
Календарь новостей
«  Март 2012  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Форма входа
Поиск по новостям
Друзья сайта
Статистика