Максимов Николай Николаевич (1944 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕ, Чăваш Ен, Канаш районĕ, Кăшнаруй ялĕ çур.) — чăваш çыравçи.
1982 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1995 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ.
1944 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче çуралнă.
Мордва патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче, Горькийĕнчи аслă парти шкулĕнче вĕреннĕ. Йĕпреç район хаçат редакторĕ çумĕ, Куславкка район хаçачĕн редакторĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн культура пайĕн заведующийĕ пулнă. «Капкăн» журналăн редакторĕ, Чăваш Ен ÇП правлени председателĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ. «Советская Чувашия» тата «Столица-Ч» хаçатсен тĕп редакторĕн вырăнĕсенче ĕçленĕ.
Кенекисем:
- «Çил-çумăр витĕр» (1982);
- «Пăр айĕн те шыв юхать» (1983);
- «Тапă» (икĕ кенкепе, 1986, 1987);
- «Синкер» (1991);
- «Пурнăçри вырăн» (1994
Facebook: https://www.facebook.com/nikolay.maximov.188?fref=ts
|