Вторник, 15.10.2024, 21:50
 
Начало Регистрация Вход
Приветствую Вас, Гость · RSS
Меню сайта
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 1503
 
Начало » 2013 » Март » 7 » "урал сасси". "аставам"
"урал сасси". "аставам"


Сер синче пурăнакан кашни çын хăй хыççăн йĕр хăварать. Ытларах эпир ача-пăчашăн‚ тăван-хурăнташшăн хаклă. Обществăшăн тăрăшакансен ячĕ çумне хисеп те хутшăнать. Усалпа палăракансем те пур. Кашнин хăйĕн çулĕ‚ тивĕçĕ‚ шăпи… Никита Владимирович Логинова вара çут тĕнче илемĕпе ватăличчен киленсе пурăнма шăпа пÿрмен. Пиртен вăл икĕ çул каярах ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.



Никита Владимирович Çтерлĕ районне кĕрекен Карлăкульте 1956 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче фронтовик çемйинче çуралнă.
Вĕсен йăх-несĕлĕ Карлăкуль ялне йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри пулнă. Кăмăл-туйăм енчен пуян çынсен хушшинче çитĕннĕ Никита ачаранах тавралăхпа‚ историпе‚ тăванла çыхăнусемпе кăсăкланнă. Тăван ялне пĕтерсе промышленность объекчĕсем çĕклессине пĕлсен Никита Владимирович чун-чĕринчен куляннă. Çавна май Аллагуват ял Канаш çĕрĕнче пурăннисене‚ куçса кайнисен ячĕсене‚ ялсен вырăнĕсене упраса хăварас тĕллевпе «Земля Юрматы» мемориал комплексĕ уçнă çĕре хастар хутшăннă. Çавăн пекех общество ĕçĕнчен те пăрăнман. «Аллагуват» пĕрлĕхĕн Ишимбайри филиалĕн ертÿçи пулнă май хамăр историе çитĕнекен ăру патне çитерес тĕллевпе çырнă «Возвращение к истокам»‚ «Они сражались за Родину» кĕнекесем валли материал пухнă çĕре хутшăннă‚ вĕсене пичетлесе кăларма пулăшнă.
Çаксене тата нумай ыттине аса илчĕç республикăри Чăваш культура пĕрлĕхĕн Салаватри уйрăмĕ чаплă та хисеплĕ ентеше халалласа йĕркеленĕ асăну каçĕнче. «Агидель» культура керменĕн фойинче Н.В. Логинова халалласа «Пĕрле утнă çулсем» пысăк стенд хатĕрленĕ. Ăна вырăнти «Пăлхарпи» хĕрарăмсен клубĕ çапла ят панă. Чăннипе те‚ Салаватпа Ишимбай хулисенчи чăваш культура пĕрлĕхĕсене йĕркеленĕ чухне юнашар тăрса нумай йывăрлăха çĕнтерме тивнĕ-çке.
Логиновсен çывăх тăванĕ‚ хулари чи паллă художниксенчен пĕри А.А. Игнатьев пухăннисен умне çак çемьепе çыхăннă ĕçĕсене‚ йăх-несĕл йывăçне тăратнă. Никита Владимировича халалланă каçа унăн çемйипе тăванĕсемсĕр пуçне Г. Челпир çыравçă‚ Çтерлĕрен Г.В. Дмитриев адвокат‚ Тюмень облаçĕнчи чăваш ассоциацийĕн председателĕ В.Н. Логинов‚ «Аллагуват» пĕрлĕхĕн членĕсем пухăнчĕç.
Икĕ сехет ытла пычĕ ырă аса илÿллĕ‚ ташă-юрăллă асăну каçĕ. Никита сывă чухне хăй те хаваслă‚ çынпа хутшăнма юратакан‚ тусĕсене хисеплекен çынччĕ. Çакăн евĕр каçа вăл та ырласа йышăнĕччĕ. Ăна хисеплесе çакăн чухлĕ çын пухăнни вăл сыввисемшĕ паян та хаклă пулнине çирĕплетет. «Аллагуват» общество пĕрлĕхĕн хисеплĕ председателĕ М. Рахимкулов каларăшле‚ Никита Владимирович Логинов 25% чăваш‚ 25% тутар‚ 25% пушкăрт тата çавăн чухлех вырăс. Çавăнпа кирек кампа та çăмăллăн пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çынччĕ. Питĕ шел‚ çăлтăрĕ ир сÿнчĕ…
В. ИВАНОВ. Салават хули.
 
Интернет-газета уральских чувашей, адрес:
Просмотров: 568 | Добавил: mosentesh2 | Рейтинг: 0.0 |
Всего комментариев: 1
1 headiathe  
0
http://novostei.net.ua/?p=6335 - В Москве угнан Bentley за 10 миллионов новинки авто 2014

Имя *:
Email *:
Код *:
Конструктор сайтов - uCoz
Календарь новостей
«  Март 2013  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Форма входа
Поиск по новостям
Друзья сайта
Статистика